Шупашкар шыв управлӑхне 68 метр ҫӳллӗшне хӑпартассипе хӑпартмасси пирки пӗр вӑхӑтра самай тавлашрӗҫ-калаҫрӗҫ. Шыв ҫӳллӗшне хӑпартмалла мар тесе ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин пӗлтерни пирки Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев пӗлтӗр хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ тесе те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шыв ҫӳллӗшне хӑпартни пирӗн республикӑшӑн аван тенӗрен ку хыпар самай пӑшӑрхантарчӗ.
Анчах халӗ пӑх та кур: кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗршыв правительстви кӑсӑклӑ йышӑну кӑларнӑ. «Схема территориального планирования Российской Федерации в области энергетики» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн территорине энергетика тӗлӗшӗнчен планланӑ схема) ят панӑскерте Шупашкарти ГЭС хӑватне 2030 ҫул тӗлне 3,34 млрд кВт/сехете ҫитересси пирки каланӑ. Халӗ ку цифра — 2,21 млрд кВт/сехет.
ГЭС специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑвата ун пек пысӑклатма шыв шайне хӑпартсан кӑна май килет-мӗн. Апла пулсан, Атӑлти шыв 68 метр ҫӳллӗшне ҫӗкленес шанчӑк пур теме юрать.
Шупашкар шыв управлӑхне 68 метр ҫӳллӗш хӑпартмӗҫ. Ҫапла татса пама ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин пӗлтерни пирки Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ.
Тепӗр майлӑ каласан, Атӑлти шыв шайӗ пирӗн патра хальхилле 63 метр кӑна пулӗ. Шанцев блогра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗршыв Президенчӗ чулхуласене майлӑ пулнӑ, Раҫҫей правительствине Шупашкарти шыв управлӑхне 63 метр ҫӳллӗшӗнче хӑтлӑх кӗртме мероприятисен план-графикне хатӗрлеме хушнӑ.
Ҫак ыйтупа Раҫҫей правительствинче пӗрремӗш канашлу иртнӗ те. Унта Чулхула облаҫӗнчи Балахна районӗнче пӗчӗк пусӑмлӑ плотина тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. «Кӗрешӳ 30 ҫул пычӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл уйрӑмах вӑйланчӗ. Анчах выляса илтӗмӗр», — тенӗ Валерий Шанцев кӗпӗрнаттӑр.
Чӑваш Ен Шупашкар ГЭСне хӑпартасшӑн. Ку ыйту тавра чылай тавлашрӗҫ. Халӗ черетлӗ проект хатӗр. Ӑна экологсене тӗпчемешкӗн парасшӑн.
Проектра станци тавралӑха сӑтӑр кӳрессипе ҫыхӑннӑ самантсене татса панӑ-мӗн. Халӗ проектировани уйрӑмлӑхӗ пирки тата шыв управӗн строительствипе ҫыхӑннӑ ыйтусен саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ.
ЧР Хула строительствин министрӗ Олег Марков ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, шыв управне 68 метр таран хӑпартсан чылай ыйту татӑлать: карапсем ҫӳресси, экологи ыйтӑвӗ. Шыв шайӗ хӑпарсан е типӗ ҫанталӑк тӑрсан та халӑх шар курмӗ-мӗн. Халӑха электроэнергипе тивӗҫтермелли тепӗр ҫӑлкуҫ та пулать иккен.
2013 ҫулта ирттернӗ пухура вара Мари Эл ҫыннисем шыв управне хӑпартассине хирӗҫ пулнине кӑтартнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, экономика тӗлӗшӗнчен ку тухӑҫлӑ пулнине ҫирӗплетмен, экологи лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси те паллӑ мар.
Шупашкарти ГЭСа туса пӗтермелли проекта черетлӗ экологи экспертизи валли хатӗрлесе ҫитернӗ. Ҫӗнӗ проектра маларах Патшлӑхӑн экологи экспертизи асӑрхаттарнисене шута хунӑ. Проекта хатӗрлеме хутшӑннӑ 30 ытла проектпа ӑслӑлӑх тата проектпа тӗпчев орагнизацийӗсем ҫак ӗҫе хутшӑннӑ. Унччен асӑрхаттарнисене вӗсем пурте ӑша хывнӑ теҫҫӗ.
Ҫапах та уйрӑмах хӳтӗлемелли патшалӑх территорийӗсемпе тата выльӑх ҫӑвисемпе ҫыхӑннӑ асӑрхаттарусене пӗтерме май килмен. Энергетиксемпе проектҫӑсем хальхи саккун ун пек пысӑк инфраструктура проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме май памасть тесе ӗнентереҫҫӗ иккен. Хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн Стройминӗ шыв управҫисене проектлассин тата тӑвассин хӑйне евӗрлӗхӗпе ҫыхӑннӑ саккун проекчӗ хатӗрлет-мӗн-ха.
«Хальхи вӑхӑтра проект документацине туса пӗтерессипе йӗркеллӗ технологи ӗҫӗ пырать. Ку кӑткӑс проект 39 региона пырса тивет. Эпир асӑннӑ проект тӳрремӗнех пырса тивекен виҫӗ регион интересне мала кӑларса кӑна мар, патшалӑх интересне тӗпе хурасшӑн», — тенӗ иккен «РусГидро» акционерсен обществин техника политики тата аталану енӗпе ӗҫлекен ертӳҫи Расим Хазиахметов.
Ӗнер Шупашкар ГЭСне ертсе пыма ҫӗнӗ ҫынна лартнӑ. Тилхепене 59 ҫулти Вадим Бардюкова тыттарнӑ. Пуҫлӑх лавне вӑл унччен те туртнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Красноярск крайӗнчи районсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ тата вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи пулнӑ.
Тӗрӗссипе, Бардюков ҫак тытӑмра самай ӗҫленӗ. Энергетикӑри унӑн опычӗ виҫӗ теҫетке ҫул ытла-мӗн. Курейскри тата ытти гидроэлектростанци объекчӗсене тума та вӑл нумай тӳпе хывнӑ. Хӑй вӑл Иваново хулинче ҫуралнӑ.
Бардюковчен Шупашкар ГЭСне Владимир Дорофеев ҫичӗ ҫул ертсе пынӑ. Ӗҫе вӑл тивӗҫлӗ канӑва кайнине пула ҫу уйӑхӗнче пӑрахнӑ иккен. Дорофеев 67-ре пулнӑ.
Ӗнер Чӑваш Ене ҫӗршывӑн паллӑ политикӗсенчен пӗри — Геннадий Зюганов — парти канашлӑвне ирттерме килсе ҫитнӗ. Унпа республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев курнӑҫнӑ. Тӗлпулӑва ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, Чӑваш Ен Элтепӗрӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов, РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Валентин Шурчанов, ЧР Патшалӑх Канашӗнчи КПРФ фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев, официаллӑ тата ытти ҫын хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Геннадий Зюганов КПРФ фракцийӗ Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче ҫӗршывӑн аграри секторне пулӑшас тӗллевпе сахал мар ӗҫ туса ирттернине пӗлтернӗ. Ҫӗршывӑн тӗп коммунисчӗ Раҫҫей Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине кӗнӗ хыҫҫӑн сысна тата кайӑк-кӗшӗк отрасльсене йывӑр килнине, анчах вӗсен чун ыратӑвне правительство тивӗҫлипе йышӑнманнине палӑртнӑ-мӗн.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Геннадий Зюганова республикӑн кӑҫалхи хыснан тӗп саманчӗ социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑнни пирки асӑнса хӑварнӑ. Шупашкар шыв управне 68-мӗш метр таран хӑпартас ыйтӑва хускатнӑ май Михаил Васильевич шыв ӑшӑх пирки Атӑлӑн экологийӗ ҫулсерен япӑхса пынине, шыв транспортне вара аталантарса яма кансӗррине палӑртнӑ.
Шупашкар ГЭСӗ Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса «Перекетле» ятпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑннӑ. Унта хулари 4, 5, 8, 10-мӗш шкулсенче тата 6-мӗш гимназире вӗренекенсем, «Кӑткӑ» ҫамрӑксен экологи дружинине тата «Вӑйӑ экологийӗ» секцине ҫӳрекенсем — пурӗ 130 ача — хутшӑннӑ. Вӗсем Атӑл ҫыранӗнчи ҫӳп-ҫапа тасатнӑ.
Ҫын хыҫҫӑн юлакан тасамарлӑха пуҫтарма кӑмӑллах маррине шута илсе акцине хаваслӑх кӗртме шут тытнӑ — ачасен хӑйне май япала тупмалла пулнӑ. Пӗр сехет ӗҫленӗ хушӑра вӗсем 150 михӗ ҫӳп-ҫап пухнӑ. Ӗҫне кура хавхалантарас тесе гидроэнергетиксем кашни ушкӑнах Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Экологи шӑматкунлӑхне аппӑшӗпе пынӑ 4-ри Данил Зайкина та кӳрентермен — ятарлӑ парнепе савӑнтарнӑ.
Ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн «Тархасшӑн, ан варалӑр! Кунта ачасем тирпейленӗ!» тесе ҫырса ҫапнӑ.
«РусГидро» АУО уйрӑмӗ шутланакан Шупашкар ГЭСӗнче 13 тата 14 номерлӗ гидроагрегатсене ҫӗнетме пуҫланӑ.
Оборудование улӑштарассине 2011 ҫулта палӑртнӑ техника ҫӗнетӗвӗ тата юсавӗн программипе килӗшӳллӗн пуҫланӑ. 27 ҫул ӗҫленӗ агрегатсене ҫӗннипе, Швейцаринчи АВВ кӑларнӑ «Unitrol 6800» системӑпа улӑштарӗҫ.
Тӑвӑмпа техника хӗсмечӗн технологиллӗ управлени ушкӑнӗн ертӳҫи Алексей Русинов пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнетӳсем оборудованин шанчӑклӑхӗпе хӑрушлӑхсӑрлӑхне ӳстерме май парӗ, тата ӑна малашне тытса-пӑхса тарас ӗҫ те ҫӗмӑлланма тивӗҫ.
Ӗнертен пуҫласа шыва пӗр шайра тытмашкӑн Шупашкар ГЭСӗ кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлӗ. Ейӗ вӑхӑтӗнче ятарлӑ комиссисем йӗркеленӗ — вӗсем ГЭСӑн ӗҫне сӑнасах тӑрӗҫ. Ятарлӑ вӗрентӳсем те ирттерме палӑртнӑ.
Акан 6-мӗшӗнче ҫӳлти бьефри шыв шайӗ 63 метр та 17 см пулнӑ, аялти бьефри шыв шайӗ — 53,58 метр. Кун тӑршшӗпе ГЭС 10,1 млн. кВт·с электроэнерги панӑ. Вӑл кун ГЭС урлӑ ҫеккнутра 6480 м3 шыв юхса тухнӑ. Малтанхи кунпа танлаштарсан, 1230 м3 ытларах.
Шупашкар ГЭСӗнче пурӗ 18 шыв агрегачӗ, вӗсен пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 1404 МВт. Хальхи вӑхӑтра ГЭСри шыв 63 метр ҫӳллӗшӗнче тӑрать, проект тӑрӑх вара — 68 метр пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.